Паян 4-5-мĕш классенче Андреева М.И. чāваш чĕлхи эрнине халалланā « И.Я.Яковлев калавĕсене пĕлетĕр-и?» ятлā тавçāруллисемпе хаваслисен конкурсне ирттерчĕ.
Вĕренекенсен ушкāн ятне, девизне, эмблемине хатĕрлемелле, И.Я.Яковлев биографине те аса илмелле пулнā. Кунта тест, калав çырасси те пулчĕ. Āмāртура ачасене «Пантомима» конкурсĕ килĕшрĕ. Вĕсен калава вуласа тухса унта мĕн çинчен çырнине хусканусемпе туса кāтартмелла пулнā.
4-мĕш класра вĕренекенсем активлā пулни тата И.Я.Яковлев çинчен нумай пĕлни пурне те савāнтарчĕ. Вĕсем вара çак конкурсра 1- мĕш вырāн йышāнчĕç.
Андреева М.И.