«Чăваш халăхĕн пурнăçĕпе культури» кĕнеке куравĕ
Паян ака уйăхĕн 21-мĕшĕ. Приволжски шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Вĕренекенсем ĕç планĕпе паллашнă хыççăн «Чăваш халăхĕн пурнăсĕпе культури» кĕнеке куравне васкарĕç. Çĕнĕ кĕнекесем ачасене чи малтан илемлĕхĕпе, унтан пуян содержанийĕпе кăсăклантарчĕç. 7-мĕш класра вĕренекен Люба Комарова, нумаях пулмасть республикăри «Халăх тĕрри» конкурса хутшăннăскер, хăйĕн юлташĕсене «Чăваш халăх тĕрри» кĕнекене вулама сĕнчĕ. Тĕрĕ кĕнеке пекех, ăна та вулама пулать иккен.
Ачасем кураври кĕнекесене тишкерчĕç, аякра тăракан пулмарĕ. Куçпа курни нумайлăха асра юлмалла.