«Эп – чăваш ачи» - шкулти II фестиваль
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Эп – чăваш ачи» шкулти II фестиваль пулчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – ачасен тавра курăмне аталантарасси, çынлăхне ÿстересси, ырă туйăмлă çепĕç юрă-кĕвĕ урлă чăвашлăха упрама, халăх сăмахлăхĕпе пурнăçра усă курма хавхалантарасси.
Фестивале Саша Ивановпа (4 класс) Надя Сергеева (7 класс) ертсе пычĕç. Куракансен кăмăлне çĕклес, хавхалантарас, тимлĕне ÿстерес тĕллевпе хускану вăййисем ирттерчĕç.
Савăк кăмăлпа 1-мĕш классем уява пуçларĕç. «Анне эсĕ ир тăрн», «Митюк тухрĕ урама» юрăсемпе савăнтарчĕç. Унтан 8-мĕш класс ачисем И.Я.Яковлев халалĕсене каласа пачĕç, вĕсен пĕлтерĕшĕ нихăçан та иксĕлмессине палăртрĕç.
2-мĕш классен «Путене», «Сар ача», «Пахчи-пахчи» юррисем пурин кăмăлне те çĕклесе ячĕç. 5-мĕш тата 6-мĕш классем «Юратнă тăван çĕршыв», «Сарă кун çĕршывĕ» юррисемпе куракансене тăван çĕршывран хитре çĕршыв çуках тесе ĕнентерчĕç.
Чăваш юрри хитре çав. Краснова Катьăпа Терентьева Алена ( 4 класс) «Ах, аннеçĕм, анне», «Асамат кĕперĕ» юрăсене мĕн тери çепĕççĕн те чуна тивмелле шăрантарчĕç.
«Туслăх хĕлхемĕ» конкурсăн пултаруллă пикисем – Комарова Люба, Сергеева Надя, Иванова Аня - К.В.Ивановăн «Нарспи» поэма сыпăкĕсене шăпчăксем пекех вуларĕç.
Конькова Алиса, шкулти паллă солистка, «Пилеш кайăксем» юррипе пурне те тыткăнларĕ. Сĕнтĕрвăррисен ташшине 7-мĕш класс хĕрĕсем хатĕрленĕ. Чăваш тумĕ вĕсене татах хитрелетсе ярать, акăшсем тейĕн аякран.
«Юратса юрлар-и» юрăпа чăваш ачисен шкулти II фестивалĕ вĕçленчĕ. «Пурте маттур, пĕрне те паян хурлама çук», - пĕтĕмлетÿ турĕ хаклав ушкăнĕ. Уйрăмах пысăк тав сăмахĕсем чăваш юрри-кĕввине чунтан юратакан, халăх хушшинче саракан музыка ертÿçине – Семенова Татьяна Алексеевнăна.
Тăван халăх культурине ку таранччен упранă пулсассăн, пирĕн ăна татах та малалла аталантармалла. Малашне те ирĕклĕн чăвашла юрлар:
- Пĕрре, иккĕ, виççĕ – чăвашла,
Сар хĕвел кулли те чăвашла.
Юратса юрлар-и шăпчăкла,
Алран-ал утар-и малалла!