«Кĕрсе тухăр хăнана»
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче кĕçĕн классем шкулти музейра экскурсире пулчĕç. «Кĕрсе тухăр хăнана», - çак сăмахсемпе кĕтсе илчĕç ачасене Люба Комарова тата Вова Кулаков. Экскурсоводсем паян чăваш халăхĕн пуян тĕррисемпе паллаштарчĕç, вĕсене вулама вĕрентрĕç, чи йывăр тĕрĕн историне каласа пачĕç. Музей тĕрĕллĕ экспонатсемпе пуян: тĕрленĕ кĕпесем, саппунсем, ал шăллисем, тутăрсем. Тĕртнĕ тĕрĕ те пур. «Чăваш тĕрри çыруллă, кĕнеке пекех. Чăваш тĕрри – асамлă, чăвашлăх палли кунта ытларах сыхланса юлнă», - пĕтĕмлетрĕç ачасем.