«Чи пĕчĕк ĕçе те юратса ту»

 «Чи пĕчĕк ĕçе те юратса ту»

           

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче 4-мĕш тата 7- мĕш классенче И.Я.Яковлев хайлавĕсем тăрăх  йĕркеленĕ  «Чи пĕчĕк ĕçе те юратса ту» ăмăрту-вăйă  иртрĕ. Унăн тĕллевĕ: ачасене кĕнеке вулама хавхалантарасси, И.Я.Яковлев хайлавĕсен кивелменлĕхне кăтартасси, ĕçе юратма вĕрентесси.

Вĕренекенсем чи малтан аслă вĕрентекенĕмĕрĕн кĕске хайлавĕсемпе паллашрç. Ăмăртура

хайлав сыпăкĕсене тÿр килекен  ÿкерчĕксене тупса палăртрĕç. Ачасем ăмăртăва питĕ хастар хутшăнчĕç.

4-мĕш класра Кириллова Кристина, Краснова Екатерина, Терентьева Елена, Ларионова Екатерина Алексеев Михаил, Иванов Александр, Герасимов Никита çĕнтерчĕç, 7-мĕш класра - Сергеева Надежда, Агеева Галина, Комарова Любовь.

И.Яковлев калавĕсем калăпĕшĕпе кĕске, анчах та питех те тарăн шухăшлă, çăмăллăн вуланаççĕ, ачасен тĕнчине çывăх.