Чăваш чĕлхипе литература эрнине пĕтĕмлетни

Чăваш чĕлхипе литература эрнине пĕтĕмлетни

 

Шутлă кун хăвăрт иртет. Акă чăваш чĕлхипе литература эрнине пĕтĕмлетме те вăхăт çитрĕ. Шкулта чăвашла илемлĕ калаçакансем, юрлакансем, ташлакансем  сахал мар. Ачасем чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, республика символĕсене, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене пĕлни, вĕренме тăрăшни савăнтарать.

Пур ĕçре чи маттуррисем, чи хастаррисем пур.  Чăваш чĕлхипе литература эрнинче пур класс та хăйĕн пултарулăхне кăтартма тăрăшрĕ, çапах та чи хастаррисем 1, 4, 7 классем пулчĕç. Чи пултаруллисем Мухтав хучĕсем илчĕç.