Пирĕн шкулта ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 25- мĕшĕччен И.Я.Яковлев Аслă Вĕрентекенĕмĕре сума суса тата Чăваш чĕлхи кунне паллă туса чăваш чĕлхи эрни иртет.
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Чăваш вăййи» уяв иртрĕ. Çак уява 1-4 классем хутшăнчĕç.
Асăннă уяв мĕнпе палăрать-ха? Унăн тĕллевĕ еплерех-ши?
Тĕп тĕллев – чăваш йăли-йĕркине, вăййисене, культурине сыхласа хăварасси тата аталантарасси.
Çак кун кашни класс пысăк вăйă картине тăчĕ. Уява шкул картишĕнче ирттернĕ. Вăйă картисĕр пуçне кунта тĕрлĕ ăмăрту, чăваш вăййисем иртрĕç : "Кам вăйлăрах", "Кĕтÿçĕсемпе сурăхсем", "Çимĕçле", "Автансем", "Çĕрĕ памалла", "Ларать, ларать, Мишша ларать", "Серем пусса вир акрăм"
Кĕтнĕ куна малтанах хатĕрлени уява хаваслă йĕркелеме май парать. Чи пахи – йăла-йĕрке ача чунĕнче упранни.
Андреева М.И.