Паян, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Приволжски пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Тĕп тĕллев: ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхе илемне туйма вĕрентесси. Конкурса 1-8 класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Ачасем К.В.Иванов, Çеçпĕл Мишши, П.Ялкир, П.Хусанкай, Р.Сарпи, П.Эйзин, Ю.Сементер сăввисене пăхмасăр тата илемлĕ вуларĕç. «Шăпăрлан» номинацире Томилов Ярослав, Флегентова Софья (1 класс), Карпов Николай, Сидоров Ярослав, Зубкова Богдана (2 класс) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç, «Чиперук» номинацире - Краснова Екатерина (8 класс), Майорова Валерия, Иванова Диана (7 класс).
Конкурса хастар хутшăннă ачасене саламлатпăр, ăнăçусем сунатпăр. Тăван чĕлхе, чăваш чĕлхи ялан янратăр!
Семенова В.Г.