И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх йĕркеленĕ ӳкерчӗксен конкурсӗ.

Пирĕн шкулта И.Я.Яковлев Аслă Вĕрентекенĕмĕре сума суса тата Чăваш чĕлхи кунне паллă туса чăваш чĕлхи эрни пырать. Ҫавна май тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Паян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх йĕркеленĕ ӳкерчӗксен конкурсӗ иртрӗ. Конкурса 2-7 классенче вӗренекен ачасем хутшӑнчӗҫ.

Пӗтӗмлетӗве икӗ ушқăна уйӑртăмăр.

5-7 классенче вӗренекенсем хушшинче чи лайӑх ӳкерчӗк 6-мӗш класра вӗренекен Исаев Максимăн. 2- 4- мĕш классем хушшинче пĕрремĕш вырăна -Зубкова Богдана (2-мĕш класс), Петрова Карина (4-мĕш класс), иккӗмӗш вырӑна — Исаева Злата, Корчагина Екатерина (2-мĕш класс) тухрĕç. Виҫҫӗмӗш вырӑна 3-мӗш класра вĕренекен Данилова Татьянăпа Матвеева Валентинăн тата 2- мĕш класра вĕренекен Шумов Алексейпа Павлова Каринăн ӳкерчӗкӗсем тивĕç пулчĕç.

Ҫӗнтерӳҫӗсене хисеп хучӗсем кĕтеççĕ.

 

Андреева М.И.