Шкулти «Мерчен» краеведени музейĕнче

Чăваш чĕлхине вĕрентес, аталантарас тата сыхласа хăварас тесе, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркисемпе, культурипе паллаштарас тесе 2- 5 мĕш класра вĕренекенсем  шкулти «Мерчен» краеведени  музейĕнче  пулса  курчĕç . Унта тĕрлĕ экспонатсемпе паллашрĕç. Вĕсем çинчен  ачасене чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем  тĕплĕн каласа пачĕç. Кунта хамӑр тӑрӑхри ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсем, савăт-сапа, чӑваш тумтирӗ, тӗрри пур. Ачасем нумайăшне асра тытса юлĕç.