Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхи кунне уявларăмăр. Паян пур чăвашшăн та паллă кун. Учительсемпе ачасем чăвашла диктант çырса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.
Ачасем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашрĕç, ачасем валли çырнă хайлавĕсем тăрăх ÿкерчĕксем турĕç.
Ирхине 4 –мĕш классем “Ирхи салам” флешмоб йĕркелерĕç. Шкула килекенсене чăвашла саламларĕç, ырă ир тата ырă кун сунчĕç.
8-мĕш класри журналистсем “Эсир чăвашла пĕлетĕр-и” ятлă интервью ирттерчĕç. Ачасене, учительсене тĕрлĕ ыйтусем парса чăваш чĕлхине мĕнле пĕлнине тĕрĕслерĕç.
Пуçламăш класс ачисем “Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш”конкурса кăмăлтан хутшăнчĕç. Хайсене килшнĕ сăвăсене пăхмасăр каларĕç. Чи илемлĕ сăвă вуланансем çаксем пулчĕç: Осипова Таня, Яруков Михаил, Томилов Ярослав (4 класс), Чадайкин Никита, Николаев Егор, Краснов Глеб, (3 класс), Кольтеров Рома, Исаева Зорина, Николаева Вика (2 класс).
Паян 1-4 класри шăпăрлансем чăвашла вăйăсем выляма та ĕлкĕрчĕç.
Чăваш чĕлхи кунĕ усăллă та кăсăклă иртрĕ. Чăваш Республикинче пурăнакан кашни çыннăн чăваш чĕлхине, культурине пĕлесчĕ, малалла аталантарасчĕ.