«Туслăх хĕлхемĕ» вăйă иртрĕ

«Туслăх хĕлхемĕ» вăйă иртрĕ

Чăваш чĕлхипе литература эрни малалла пырать. Паян, ака  уйăхĕн 23-мĕшĕнче 6-7 классенче вĕренекенсем «Туслăх хĕлхемĕ» вăййа хастаррăн хутшăнчĕç. Тĕп тĕллев: тăван халăхăн  культурине малалла аталантарасси.

Ачасем тĕрлĕ лапамсенче пулчĕç: «Пĕлетĕр-и эсир çак çĕре?», «Пирĕн хуласем», «Ку ăçта, хăш вырăнта?», «Чăвашла куçар», «Тупсăмне туп», «Ваттисен сăмахне вĕçле». Ачасем хăйсен пĕлĕвне кăтартрĕç, тавракурăмне анлăлатрĕç, çĕннине пĕлчĕç. Пуринчен пултаруллисем Осипова Таня, Томилов Ярослав пулчĕç.

Унтан пултаруллисем сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрларĕç. Туслăх пытăр ĕмĕре!

Семенова В.Г.