Чӑваш Республикин Аслӑ Совечӗн Президиумӗн 1992 ҫулхи ака уйăхĕн 9-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ака уйăхĕн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫак кун чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекен Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ. Уява халалласа паян пирĕн шкулта пысăк уяв иртрӗ.